Патриот пулма вĕрентет ("Наше слово" Мариинско-Посадская районная газета №13 от 22.02.2020г.)

Вăрçă паттăрĕсем яланах пирĕн асăмра, вĕсен ячĕсем вилĕмсĕр. Пире мирлĕ пурнăç парнелессишĕн юн тăкнă, пуçне хунă асаттесемпе кукаçисен, мăн асаттесен умĕнче пуç таятпăр. Шел пулин те, каярах вĕсен мăнукĕсен те алла пăшал тытса çапăçăва тухма тивнĕ.

Кĕçĕн Ăстакассинче çуралнă Алексей Николаевич МАЙОРОВ шăпах та мирлĕ пурнăçри паттăрсенчен пĕри. Афганистанри хăрушă вăхăт, уйрăмах пĕрле пулнă тусĕсем, паянхи кун та ун асĕнчен тухмаççĕ. Çулсеренех иртекен уйăхлăх вăхăтĕнче вăл чунĕнче яланлăхах йĕр хăварнă çулсем çинчен, пуçне хунă юлташĕсен паттăрлăхĕ çинчен çамрăксене каласа парать. Кăçал та вăл хулари Коновалово микрорайонĕнчи Çемье вулавĕн библиотекинче шкул ачисемпе тĕл пулчĕ, вĕсен йышлă ыйтăвĕсем çине хуравларĕ.

Алексей Николаевич нумай çул хушши технологи техникумĕнче физкультура вĕрентет. Çавăнпа тĕлпулу вăхăтĕнче çамрăксене спортпа туслă пулма, сывă пурнăç йĕркине тытса пыма чĕнсе каларĕ. Тăван çĕршыва хÿтĕлесси арçын ачасен тивĕçĕ пулмаллине палăртрĕ. Çавăн пекех çамрăк ăру ашшĕ-амăшĕсемпе йăмăкĕ-шăллĕсемшĕн çирĕп тĕрек, хÿтлĕх пуласса шанать вăл. Усăллă та интереслĕ тĕлпулушăн вĕренекенсем те, библиотека ĕçченĕсем те Алексей Николаевича тав турĕç. Ачасем хăнана çывхарса килекен уявпа саламларĕç, асăнмалăх парне пачĕç.

 

Н. СЕМЕНОВА.

 

 

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)